Пур-и юрату (исполнитель: Сергей Павлов)
Санпа тусăм çывăхрах  ман пулас килет
Çинсе пилĕк келет кÿне ачашлас килет
Санпа чунăм çумарах ман ларас килет
Лапкă çутă каçхине санăн чĕрÿ тапнине 
Кăкру çине пуçа хурса ман итлес килет
   Калăр мана калăр пур и юрату
   Пур пулсассăн калăр мĕн вăл ырату
   Юрату вăл çиçем ырату пушар
   Юрату вăл чунăм ырату кăвар
   Юрату вăл пурнăç ырату хĕлхем
   Юратусăр пурнăç тăлăх та кичем
                Тăлăх та пит кичем
Сана курсан чун чăнах кăмăл  çĕкленет
Пиççе çитне çырлине ман татас килет
Кăвак шуçăм тухиччен сана чун кĕтет
Ирхи сывлам ÿкичен нÿрĕкĕрен тутуна 
Каçар тусăм чăтаймастăп чуп тавас килет
	