Мана халь пурте пĕрех (исполнитель: Саша Казакова)

Каллех, каллех кĕтетĕп эпĕ сана...
Каллех, каллех килместĕн эс каланă вăхăтра...
Хам туйăмшăн хама ÿпкелесе тарăхап, ммм...
Мĕн тесе-ши çав япшар чуна юратап?

Çунса тухасла, пуçа çухатса,
Хама ылханса, ĕнсе каясла,
Ман чĕрене амантса, ман туйăма таптаса,
Чунри вута пăлхатса, пурнас вăйа аркатса,
Халь читлĕхри кайăх пек, йĕретĕп тамăкри пек,
Эп сансăр чĕр вилĕ пек, мана халь пурте пĕрех!

Ĕнер кăна вĕçеттĕм эп тÿпере...
Ĕнер кăна пĕлеттĕм кун пек туйăм пуррине...
Тур çырни теттĕм курса эс утса килнине, еее...
Уйăх пĕлетчĕ ăна эп епле савнине-е-е.

Çунса тухасла, пуçа çухатса,
Хама ылханса, ĕнсе каясла,
Ман чĕрене амантса, ман туйăма таптаса,
Чунри вута пăлхатса, пурнас вăйа аркатса,
Халь читлĕхри кайăх пек, йĕретĕп тамăкри пек,
Эп халĕ чĕр вилĕ пек, мана халь пурте пĕрех!

Каллех, каллех кĕтетĕп эпĕ сана...
Каллех, каллех килместĕн эс каланă вăхăтра...
Курса юлатăп эс ман тантăшпа утнине, еее...
Пĕлес теместĕн-çке эп мĕн тери савнине-е-е!

Çунса тухасла, пуçа çухатса,
Хама ылханса, ĕнсе каясла,
Ман чĕрене амантса, ман туйăма таптаса,
Чунри вута пăлхатса, пурнас вăйа аркатса,
Халь читлĕхри кайăх пек, йĕретĕп тамăкри пек,
Эп сансăр чĕр вилĕ пек, мана халь пурте пĕрех!
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Зейнеш  In taberna quando sumus Arte Factum  Я не тот кто будет мягким я здесь  Dj Den Когда нибудь ПРОСТИ МЕНЯ  Где ты прекрасная светлая  Кенни вест  Таслим  Vl yellow che бери 
О чем песня
Саша Казакова - Мана халь пурте пĕрех?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен