Чăваш Шупашкарĕсен (Çĕнĕ Шуçăм районĕ, (исполнитель: Чăваш халăх юрри)

Хура вăрман урлă та каçнă чухне
Хурăн çулçи ÿкрĕ ман пуç çине.
Вун çиччĕ, вун саккăра çитнĕ чухне
Салтак хуйхи ÿкрĕ ман пуç çине.

Сĕтел çине сарнă та сĕтел çитти.
Пĕтĕрмесĕр сарнисем пĕрре çук.
Çакăнтарах килнĕ те салтак ачсем.
Йыхăрмасăр килнисем пĕрре çук.

Вир пăттине пĕçернĕ, кусне хывнă.
Çияс килмест, аннеçĕм, мĕн тăвас?
Лашисене кÿлнĕ те çавăрса тратнă.
Каяс килмест, аттеçĕм, мĕн тăвас?
Каяс килмест, аттеçĕм, мĕн тăвас?

Вĕçтертĕм, вĕçтертĕм те шур тутрине,
Вĕçсе юлчĕ Шупашкар урамне.
Вылярăм, вылярăм та сарă хĕрпе,
Тăрса юлчĕ аш-амăш кил-çуртне.

Ай, ан авăт, куккукăм, ай, ан авăт
Ай, авăтсан йывăççи авăнать.
Ай, ан макăр, аннеçĕм, ай, ан макăр
Ай, макăрсан чунăмçăм хурланать.

Хыçалалла пăхрăм та: аннеçĕм çук.
Мала пăхрăм: малта аттеçĕм çук.
Пирĕнех те каймашкăн вăхăт çитсен.
Ылтăн-кĕмĕл парсан та чарас çук.

Ăсататăр пулсассăн, ай, ăсатăр
Пусма çийне шăлса та тасатăр.
Пусма çийне шăлса та, ай, тасатăр
Уй хапхине çитиччен ăсатăр.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Смерть черепашки-ниндзя приколы  Я стану пчелкой на пригорке Спанч Боб  Something You Can Live Without Prod By Polow The Don  Ветренный день  Поверь в рай (Solo version)  Кармир какачнер дзах арут  Песня Джека и Салли Кошмар перед рождеством 
О чем песня
Чăваш халăх юрри - Чăваш Шупашкарĕсен (Çĕнĕ Шуçăм районĕ,?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен