Сарӑ чечексем (исполнитель: Андрей Кузнецов)
Альбина ЮРАТУ Иван АНДРЕЕВ Сарӑ чечексем. Сарӑ - сарӑ чечексем Эпӗ татрӑм пахчара, Сарӑ - сарӑ хӗвелсем Вӑй выляҫҫӗ сан куҫра. Хушса юрламалли: Сарӑ тӗс, савниҫӗм, Юрату палли. Сар чечек эп татрӑм Пӗр сана валли. Сарӑ - сарӑ чечексем Эпӗ пухрӑм улӑхра, Сарӑ - сарӑ шевлесем Йӑлтӑраҫ сан ытамра. Сарӑ - сарӑ чечексем Эп шырарӑм вӑрманта, Сарӑ - сарӑ хӗлхемсем Хӗмленеҫ халь аллунта.