Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Чечек акрăм та, Чечек акрам та, Шăтса тухрĕ пуль хытă чул. Пăхаймарăм-и, Сапаймарăм-и, Сивĕрех пулчĕ-ши ку çул? Кулас кăмăлăм, Савнас кăмăлăм Ма пĕрмай ӳкет чул çине? Эс курмастăн-и, Эс сисместĕн-и, Манăн чунăм çуннине? Чечек парăттăм, Чечек парăттăм, Шăтайман пулсан, мĕн парам? Эс хаваслă-и? Пурте лайăх-и? Сан телейшĕн савăнам.