Тӑван ял (исполнитель: Андрей Кузнецов)
Сӑвви Вӑрӑм Палюкӑн Кӗвви Сергей Марковӑн Тӑван ял Кашни кунах аса илетӗп Тӑван яла, ачалӑха. Упратӑп савнӑ тӗп киле те Хам чӗрере яланлӑха. Кашни кунах аса илетӗп Юратнă атте-аннене. Тӑван яла кайса килетӗп Пӑхма куҫран-куҫ вӗсене. Хушса юрламалли: Ҫуралнă ял – чунри хӗвелӗм – Ялан кӳрет сӳнми вӑй-хал. Юрлать чӗре, вӑл вут-хӗлхемлӗ, Асрах йӑмраллӑ савнӑ ял! Кашни кунах аса илетӗп Тӑвансемпе юлташсене. Ҫак юррӑма та парнелетӗп, Чи ҫывăх, хаклӑ ҫынсене. Хушса юрламалли: Ҫуралнă ял – чунри хӗвелӗм – Ялан кӳрет сӳнми вӑй-хал. Юрлать чӗре, вӑл вут-хӗлхемлӗ, Асрах йӑмраллӑ савнӑ ял! Туятӑп эп хама телейлӗ, Ялта эп тупнӑ ӑраскал.