Эс мана каçсерен тĕлленетĕн (исполнитель: Светлана Трофименко, Евгений Николаев)

ЭС МАНА КАÇСЕРЕН ТĔЛЛЕНЕТĔН
Вăрăм Палюк сăвви
Людмила Кинер кĕвви
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Куçунтан та пăхма именетĕп.
Йăл кулса ман умра эс тăран,
Эпĕ эс пăхнипех хĕмленетĕп.
.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре,
Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ!
Кăлт тапать çулăм хыпнă чĕре,
Пăхсанах паллă: эсĕ хĕрÿллĕ.
.
Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре,
Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ!
Пĕрле чух мĕнле лайăх пире,
Иксĕмĕр тĕл пуласчĕ каç кÿлĕм!
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Чуп тума та сана именетĕп.
Сан туту пылакрах çырларан,
Санăн илемÿпе киленетĕп.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Аллунтан та тытма именетĕп.
Кăмăлу çемçерех сар çуран,
Эс мана каçсерен тĕлленетĕн.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Люди 90-х  Moi brat  Кровавые Ангелы Сангвиний HeavyMetalKids  30 second of mars  Классно так когда глаза красные  Ямыч про нее  Я люблю тебя одну неизвестен  Руслан- Сен жылама 
О чем песня
Светлана Трофименко, Евгений Николаев - Эс мана каçсерен тĕлленетĕн?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен