Тăкăнать куççуль (NEW) муз.-Сергей Марков, сл.-Валерий Раштав (исполнитель: Евгений Кузнецов)

Ыткăнтăм  ирех
Вĕçсĕр  уй-хире,
Уçас  терĕм  шуçăм  каррине.
Анчĕ  те  тĕтре,
Çĕтрĕм  çул-йĕре. 
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Анчĕ  те  тĕтре,
Çĕтрĕм  çул-йĕре. 
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.

     Тытаймарăм  пуль,
     Тытаймарăм  пуль
     Эп  телейĕм  кайăкне  çÿлтен. 
     Тăкăнать  куççуль,
     Тăкăнать  куççуль
     Шухăшланă  май  шăпам  çинчен.

Утрăм  кăнтăрла  
Сĕм  вăрман  енне,
Татас  терĕм  шурă  лантăшне.
Вĕрчĕ  те  сив  çил
Шăнтрĕ  чечеке,
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.

Тухрăм  каçхине
Вăйă  картине,
Курас  терĕм  чунăм  савнине.
Килчĕ  те  çич  ют
Уйăрчĕ  пире,
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Хурланса  çеç  юлчĕ  ман  чĕре.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Nila mania Mr Simon  Ицмайлав  Песня метаттона  Кредо гаязов  So chem asi  Буду помнить онас значит буду умней  Rauf Faik - детство  Беломорканал Оренбург 
О чем песня
Евгений Кузнецов - Тăкăнать куççуль (NEW) муз.-Сергей Марков, сл.-Валерий Раштав?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен