Эсě сар хěвел пулсан (исполнитель: Уяв ансамбль)
Эсĕ сар хĕвел пулсан - Пулаясчĕ çăлтăр ман. Çумăнта куллен, ялан Çуталса тăрасчĕ ман. Эсĕ Çÿлле ту пулсан - Пулаясчĕ пĕлĕт ман. Шăрăхпа усăнасран Хăтарасчĕ сана ман. Эсĕ вут-кăвар пулсан - Пулаясчĕ сив шыв ман. Тĕлкĕшсе вут хыпасран Хăтарасчĕ сана ман. Эс кăвак чечек пулсан - Пулаяс пыл хурчĕ ман. Пĕр сана кăна ялан Хыттăн чуптăвасчĕ ман.