Куккуксем (исполнитель: И.Никифоров)

Çарăмсан кукринче, кукринче

    Шурă хурăн çинче, хурăн çинче

    Час-часах ик куккук авăтать

    Куккуксен сассипе, тăлăхсем йĕрнипе
 
    Шурă хурăн тăрри авăнать
    Куккуксен сассипе, тăлăхсем йĕрнипе
    Шурă хурăн тăрри авăнать
    
    Пĕр куккук авăтать, авăтать
    Куççулне тумлатать, тумлатать
    Вăл шырать чĕппине таврара
    Вăл ăна кăларман, вăл ăна ăшăтман
    Чĕппи ӳснĕ ун ют йăвара
    Вăл ăна кăларман, вăл ăна ăшăтман
    Чĕппи ӳснĕ ун ют йăвара
    
    Кĕç тепри авăтать, авăтать
    Ун куççулĕ тумлать, кĕç тумлать
    Йыхăрать хăй патне тăванне
    Юнашар туратра унăн амăш ларать
    Палламасть çав мĕскен амăшне
    Юнашар туратра унăн амăш ларать
    Палламасть çав мĕскен амăшне
    
    Çарăмсан кукринче, кукринче
    Шурă хурăн çинче, хурăн çинче
    Куккуксем авăтаççĕ час-часах
    Тăван амăшĕпе тăван хĕрĕ пĕрле
    Пĕр-пĕрне палламаççĕ çаплах
    Тăван амăшĕпе тăван хĕрĕ пĕрле
    Пĕр-пĕрне палламаççĕ çаплах
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Марсель - ту да где  Dorian-la tormenta  ВАЛЕРА Я БУДУ НЕЖНОЙ  Сектор газа ночь страха  Wings Alai Oli  Tom Waits Kommienezuspadt  Нюша I  Ненавижу любовь 
О чем песня
И.Никифоров - Куккуксем?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен