Сӳнмĕ пирĕн юрату ♥ (сл.-Володя Рыбкин, муз.-Александр Быковский) (исполнитель: Евгений ♥♪♫ Кузнецов)
Володя Рыбкин сăвви Александр Быковский кĕвви Туйăмсем хĕреççĕ, Çăлтăр пек çиçеççĕ, Ик чĕре вут-кăварпа тулсан. Пĕр-пĕрне савсассăн, Куç пек упрасассăн, Сÿнмĕ пирĕн юрату нихçан. Куçусем çиçеççĕ, Тутусем сисеççĕ- Ку çунатлă туйăмăн палли. Вăрттăн чуп тăвасчĕ, Ӑшшăн ыталасчĕ- Эп хама упранă сан валли. хушса юрламалли (2 хут): Юрату асамлă, Пит вĕри, кăварлă, Унсăр пирĕн пурнăç та кичем. Юрату хĕвеллĕ, Çепĕç те илемлĕ, Юрату – вăл чĕрери хĕлхем. Йăл та йăл кулатăн, Пĕрмаях калатăн Ырă, çепĕç сăмахсем кăна. Эсе илĕртӳллĕ, Яштака ӳт-пӳллĕ – Питĕ килĕшетĕн эс мана. хушса юрламалли (2 хут): хушса юрламалли (2 хут):