Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)

Кунĕ çав тери илемлĕ,
Савăнса чĕре юрлать,
Çамрăк мăшăра телейлĕ
Юрату кăна сунать.

Хушса юрламалли:
Юрату кăна сунатпăр,
Çутă, иксĕлми телей.
Саламлатпăр, саламлатпăр
Сире, Алинăпа Сергей!

Йăл кулаççĕ, саламлаççĕ
Хăнасем те чунтанах.
Ăшă сăмахсем калаççĕ -
Ирĕлет чĕре, чăнах.

Хушса юрламалли:
Юрату кăна сунатпăр,
Çутă, иксĕлми телей.
Саламлатпăр, саламлатпăр
Сире, Алинăпа Сергей!

Пурнăçра инкек-синкек
Сирĕншĕн ан пултăрах,
Сим пыл евĕрлĕ юхса
Сирĕн пурнăç ирттĕрех.

Хушса юрламалли:
Юрату кăна сунатпăр,
Çутă, иксĕлми телей.
Саламлатпăр, саламлатпăр
Сире, Алинăпа Сергей!

Икĕ çутă çăлтăр евĕр
Курăнатăр пит хитрен.
Чи хакли çемье, пĕлсемĕр, 
Юратсамăр чĕререн!

Хушса юрламалли:
Юрату кăна сунатпăр,
Çутă, иксĕлми телей.
Саламлатпăр, саламлатпăр
Сире, Алинăпа Сергей!
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Tomte The Rick McPhail Song  Tomte Neulich als ich dachte  Tomte Das war ich  PAPA ROACH - BETWEEN ANGELS AND INSECTS  Ууу-уу-уу  Best One Yet Black Flag  The View Superstar Tradesman 
О чем песня
Неизвестен - Отсутствует?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен