Çунатлă çамрăклăх (исполнитель: Андрей Думилин)

Эс  паян  килте  ан  лар  пĕччен.
Юлăн  акă  ташă  каçĕнчен.
Урамра – хаваслă  шăмат  кун.
Тăтăр  вĕресе  пирте  халь  юн.

Савăнăçлă  кĕвĕ  юххипе
Эп  санпа  ташлам-и  çĕрĕпе.
Ывăнма,  пикеçĕм,  ан  шутла.
Пур  те  киленеççĕ  санпала.

Хушса  юрламалли:

     Çамрăклăх  килет  пĕрре  кăна.
     Çамрăклăх – килен-каян  хăна.
     Вăхăт  пирĕн  шухă  чунсене
     Сăнчăртан  ямашкăн  ирĕке.

     Çамрăклăх  çунатлă  та  хитре.
     Çамрăклăх  ялан  вун  çиччĕре.
     Кĕçĕр  çутă  çăлтăр  ÿкнĕçем
     Кĕрĕç  пурнăçа  çĕн  ĕмĕтсем

Эс  çырла  пек  ирĕлнĕ  чухне,
Сĕртĕнетĕп  эп  чĕрÿ  çумне.
Эс – çурхи  çеçке-ши,  пит  черчен.
Ăмсанмалăх  пур  мана  яшсен.

Вĕçтĕр  вĕçсĕр  юрă  инçете,
Уйăха  ан  патăр  тĕлĕрме.
Хÿхĕм  хĕрсемпе  сар  каччăсен
Саланмашкăн  кăмăл  çук  иккен.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Бардак Алексей Маклаков  Зима холода андрей губин  Над афганом небо саван  Ехал цыган Белый День  Макарский вечная любовь  Ваенга фараонова дочь  Наташа королева лето 
О чем песня
Андрей Думилин - Çунатлă çамрăклăх?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен