Чечек татрăм та (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)

Чечек татрăм та савнине пама
Савни çумра çук - шанчĕ ман чечек
Халь ăçта шырас савнă тусăма
Унсăр пурнăç çук, хӗвел çук пекех
Халь ăçта шырас савнă тусăма
Унсăр пурнăç çук, хӗвел çук пекех

Мĕншĕн-ха ялан савнă тусăмпа
Пурнăç çулĕпе юнашар утман?
ăшă кулăпа, ырӑ сăмахпа
Хам юратнине пĕрмай эпĕ каламан

Чечек татрăм та савнине пама
Шырăп эп ăна ывăнми ялан
Шыраса тупсан савнă тусăма
Тек хăвармăттăм нихăçан хамран
Шыраса тупсан савнă тусăма
Тек хăвармăттăм нихăçан хамран

Мĕншĕн-ха ялан савнă тусăмпа
Пурнăç çулĕпе юнашар утман?
ăшă кулăпа, ырӑ сăмахпа
Хам юратнине пĕрмай эпĕ каламан
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Дыши минус - вариант 14 Виктория Дайнеко  Above i cant sleep  Лист черный кофе  Андрей эшпай  Слезы люби  The Original Incubus  Tokyo Police Club Be Good  Take A Little Ride Jason Aldean 
О чем песня
Чӑваш халӑх юрри - Чечек татрăм та?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен