Чу-ча-ча (исполнитель: А. Московский, А. Думилин, Н. Пыркин)

Эп  хальччен  пулса  курманччё    тинĕс  хĕрринче.
Тĕлĕнтермĕш  юмахри  пек  туйăнать  кунта  тĕнче.
Çарамас  çÿреççĕ  тейĕн   йăрăс  пÿллĕ  пикесем.
Вĕсемпе  калаçнăçемĕн  кăлт!  та  кăлт!  тапать  ман  чĕрем.

Епле  сана  чĕнеççĕ:  Натали,  Верук  е  Кĕтерук.
Утатăн  çаврăнса пăхмасăр,  пĕр  хурав та  çук.
Ан  васка,  сар  чиперккеçĕм,  аякка  манран  ан  тар.         Ывăнмасăр   чучача  пĕрле  ташлар.

Хушса  юрламалли:

     Тащла  эс чу!  Ташла  эс  ча!
     Ташла  эс  чучача!  Чучача!

Хумсене  чăматăп  хирĕç. Шухă  эп  чунпа.
Ăмăртса  шывра ишетĕп  çăткăн  шур  акулăпа.
Йăл  кулать  хĕвел йăвашшăн  янкăр  çÿллĕ  тÿпере.  
Хĕрсенчен  куçа  илеймĕн,  пĕринчен  тепри, ай, хитре!                              
 
Эп  тăхăнатăп  тĕксĕм  куçлăх,  эп – хавас  та  чăнкă  яш.
Чечек  пек  хÿхĕмскерĕм,  эсĕ   манпала  паллаш.
Ан  васка,  сар  чиперккеçĕм,  аякка  манран  ан  тар.
Ывăнмасăр   чучача  пĕрле  ташлар.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Видео к песне:
Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Anahit Sahakyan  Hypster Let The Beat Drop  Песни гуфа  Что сидиш один  Габола  Идёт караван из Ирана Заур Магомадов  Gossip vertical rhythm  Ты любишь дым при уч Артем Татищевский Курс 
О чем песня
А. Московский, А. Думилин, Н. Пыркин - Чу-ча-ча?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен