Каçхи хула (исполнитель: Алексей Московский)

Пит илемлĕ каçхи  хула,
Канăç   çук  ман  ăна  пула.
Кантăксен  çутисем - пин-пин,
Ĕçлĕ  халăх   сывлать,  эппин.

 Пур  кунта  ырăпа   усал.
Пур  ултав, шел, чăнни  сахал. 
Мĕн çĕнтерĕ-ши   малашне? 
Çук  хурав  çак ыйту  çине.

 Хушса  юрламалли: 
 
Эсĕ  вĕрентрĕн  мана  пурăнма,                   
Тав  сана, тĕлĕнтермĕш  хула!                      
Вăхăт  та  çитрĕ  пире  уйрăлма,
Сывă  пул,  эп  тухатăп  çула!

 Илтĕнет  кĕвĕ  инçетрен.
Шăпланмасть  шур  хула  ирччен.
Çамрăксем  çĕрĕ-çĕрĕпе
Вăй  виçеççĕ  пĕр- пĕринпе. 

Вĕсене  янă  ирĕке.                 
Хăçан  тăвĕç  кăштах  йĕрке?     
Урама  кăларма  хĕрне
Шикленет  амăш  каçхине.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Малика Уцаева Дишни йо1  Зелёный няша крипер  Mississipi  Где успех там и подвох  Вещь evo  Суйп калдым  Я хотел бы увидеть мир твоими 
О чем песня
Алексей Московский - Каçхи хула?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен