Хаваслă хулиган (исполнитель: Алексей Московский и Полина Борисова)

Эс – хаваслă  хулиган,
 Хуларан-и  е  ялтан?
Эс  патвар  та  чăнкă  çав  тери.
Хунарпа  кун  çутинче
Шырасан  та  çĕр  çинче
Тупăнмĕ  текех  сан  евĕрри.

 Ан  шыра ÿлĕмрен
Эс  хĕрÿллĕ  мачо.
Эпĕ  вĕт  ялти О!
Пĕрремĕш  каччă!

Эс  çурри   ылтăнран,
Эсĕ  йăлтăр-йăлтăр
Енчĕкре  халĕ сан
Темиçе  пин  доллар.

Плейеру  шăпланмасть
Санăн  пĕр  самант  та.
Янăрать  кĕмĕл  сас,
Ку ,  паллах  – Саманта.

Кам  сана  сив  сăмах
Калĕ – çавна  крышка!
Эп  ăна  самантрах
Тутантарăп  чышкă.

Санпа  мана
     Чараççĕ  тĕл  пулма.
     Интернет  çеç  ан  кÿрентĕр
     Калаçсан  эпир  скайппа.
     Атя,  яла
     Эрнелĕх  пурăнма.
     Тар  тăксах  пире  йĕрлетĕр
     Участковăй   йытăпа.

Аттепе  анне  паян
Таврăнас  çук  дачăран.
Ман  пата  килсем,  савни,  халех.  
Гаражра  ларать  Ниссан,
Уççине  унне  тупсан
Ярăнăпăр  иксĕмĕр  каллех.

Сан  аçу – депутат,
Пурнăç  çăмăл  мар.  тет.
Аннÿн  вара 0!
Икĕ  супермаркет.
 
Иккĕш   те - чун  илли,
Çул  пире  памаççĕ
Тăрăшсах  сан  валли
 Шеп  кĕрÿ  шыраççĕ.

Эп  вĕсемшĕн  шпана,
Çапкаланчăк , вăрă.
Юратмаççĕ  мана,
Чăн  та,  эпĕ - Зорро.

 Манпала  чух  пĕрле
 Ташла эсĕ,  савăн.
Эп  Московский пĕрре,
Лёшăсем  нумайăн.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Нурсултан-Айгерим  Фэрхи  Zeljko joksimovic  Торналар  Тзинч  Ывапролджэ 
О чем песня
Алексей Московский и Полина Борисова - Хаваслă хулиган?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен