12 Виръял ташши (исполнитель: фольклорный ансамбль "Шуçăм")
♫ Такмаксем.
Вирял ташши.
Сакки сарă сарлака.
Пире ларма юрать-и?
Сирн пек ырă çын умěнче
Пирн ташлама юрать-и?
Гармонист, купăс çине
Лента хума юрать-и?
Эс каланă кěвěпе
Пирн ташлама юрать-и?
Эпир ташша тухсассăн
Сар кайăк та вăтанать.
Турат çинчен вěçсе анса
Çулçă айне пытанать.
Кěтěм кайрăм пахчине
Йывăçшăн мар, улмишěн.
Килтěм-кěтěм çак киле
Ăшшишěн мар, кăмăлшăн.
Иртсе иртсе пыраççě
Чухăн çынăн кунěсем.
Калла çаврăнса килмеççě
Вун çич çулхи ěмрисем.