16 Серпÿ ташши (исполнитель: фольклорный ансамбль "Шуçăм")
♫ Çĕрпӱ ташши
(хĕрсем ташлаççĕ)
Эпир апла марччĕ ха,
Эпир капла марччĕ ха.
Ташă хĕрне тухсассăн та
Пултараканччĕ ха.
≈
Пурçăн тутăр çыхар и,
Вĕçне усса ярар и.
Малтан пăхса тăрар и те
Кайран ташша ярар и.
≈
Шыв ăсса кăна тăраттăм
Умра тараса пулсан.
Ташласа кăна тăраттăм
Савни гармонист пулсан.
≈
Анне мана çуратрĕ,
Çуратрĕ те юратрĕ.
Ĕç ĕçлеме вĕрентиччен
Юрра – ташша вĕрентрĕ.
≈
Анне тутăр илсе пачĕ
Вĕлтĕртетсе юрлама.
Атте пушмак илсе пачĕ
Тапăртатса ташлама.
≈
Сĕтел тăваткал пулать,
Ури тăваттă пулать.
Эпир кунта ташлани те
Сире асăмра юлать