Çуралнă кун (исполнитель: Е.Кузнецов, В.Захарова)

Йăл-йăл  кулать  сар  уйăх  тÿпере.
Сĕрлет  хăна-вĕрле  кĕрекере.
Паян  шăпах  та  сан  çуралнă  кун.
Чăтса  тăраймĕ  савăнмасăр  чун.

Телейлĕ  эсĕ ,  чăн  та,  пуринчен.
Куçа  илеймĕн  сăн-питÿ  çинчен.
Ĕçсем  пирки  пачах  ан  шухăшла.
Эс  шÿтлесе  ирччен  юрла-ташла.

Припев:
     Кĕçĕр  уявра  мĕншĕн  шăп  ларас. 
     Кăмăлсем  пурин  те  халь  хавас.
     Купăс  кĕввипе  такмаксем  калас. 
     Инçете  ян!  кайтăр  кĕмĕл  сас!
     Эс  хĕрÿ  салам  йышăн  пирĕнтен. 
     Ăш  сăмах  вăл  хаклă  мерчентен.
     Анлă  тинĕсре  пур  миçе  тумлам,                                                                      
     Çавăн  чухлĕ  çул  эс  пурăнсам.

Шел,  вăхăт  ыткăнать  малтан  мала.
Çавах  юласчĕ   çамрăк  чунпала.
Куллен  туясчĕ  пурнăç  илемне.
Хисеп  кăна  тăвасчĕ   пĕр-пĕрне.

Сана  сунатпăр  çутă  ăраскал,
Çăл  куç  таппи  пек  иксĕлми  вăй-хал.
Тус-тăванран  ан  татăл  ĕмĕрне.
Çак  юрă  пултăр  сан  валли  парне.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Jason Mraz Absolutely Zero  Jason Mraz No Stopping Us  1234567890  Jason Mraz Not So Usual  Jason Mraz 1000 Things  Она за мной 
О чем песня
Е.Кузнецов, В.Захарова - Çуралнă кун?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен