Сара херача (исполнитель: Сергей Петров(Чувашия))

Сарă çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă, хитре хĕрача
Урама тухса çӳретчĕ ăшшăн йăл кулса.
Сасси унăн питĕ уçă, илет тыткăна
Ташшине те маттур ташлать — алă çуп кăна!

Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана
Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана

Сарă çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă, хитре хĕрача
Тĕлĕкре ялан куратăп — эсĕ ман умра.
Санах эпĕ юрататăп çепĕç туйăмпа —
Телее санра куратăп, ан кай пăрăнса.

Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана
Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана

Сарă çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă, хитре хĕрача
Ĕмĕрлĕх кĕрсе вырнаçрăн манăн чунăма.
Пурнăç çулĕпе утасшăн эпĕ санпала,
Çакă юрă саншăн пултăр — юрла манпала.

Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана
Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана
Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана
Сарă хĕрача
Илĕртет мана
Сарă, сарă хĕрача
Юратап сана
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Hesher  Ты же рисовала на открытках  THINK GREEN  Спасибо родная композитор Виктор  Striptease All American Nightmare 2010 Hinder  За окном сугробы 
О чем песня
Сергей Петров(Чувашия) - Сара херача?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен