Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Эдуард Табаев сăвви Эдуард Табаев кĕвви Тĕрлĕрен хĕрсем иккен пулаççĕ, Каччăсем пулаççĕ – тĕрлĕрен, Юратушăн кунсерен çунаççĕ, Лăпланса саваççĕ каçсерен. хушса юрламалли: Юратаççĕ, телее шыраççĕ, Анчах мĕн-ха вăл телей пурнăçра? Уйрăлаççĕ, ятлаçса суяççĕ, Пурнăç никĕсĕ вара - чăн çăра. Эпĕ те сана нумай шырарăм, Халиччен савманчĕ эп ун пек. Темшĕн эсĕ манăн пулаймарăн - Тен шăпа-ши пулчĕ çавăн пек.