Романтик (сл.-В.Рыбкин, муз.-А.Быковский) (исполнитель: Евгений Кузнецов ♫)
Володя Рыбкин сăвви Александр Быковский кĕвви Романтик эпĕ: юратусăр Иртмест пĕр кун та пурнăçра! Нихçан та аллăра ан усăр, Çиçсессĕн вут-хĕлхем куçра. Романтик эпĕ: юратусăр Мана кичем-çке пурăнма! Куллен кун тем çитмест пек унсăр Çунатлă кайăк-чунăма. Хушса юрламалли: Тен, тытăнса тăрать тĕнчемĕр Ман пек романтиксем çинче? Ай, юрату сыв пултăр ĕмĕр, Хыт ялкăштăр чĕресенче! Тен, тытăнса тăрать тĕнчемĕр Ман пек романтиксем çинче? Калатăп чăннине, туссемĕр: Юратупа хитре тĕнче! Романтик эпĕ: юратусăр Эп пултараймăп юрлама! Савни валли чĕре ман уçă! Упратăп çутă туйăма. Романтик эпĕ: юратусăр Иртмест пĕр кун та пурнăçра! Нихçан та аллăра ан усăр, Çиçсессĕн вут-хĕлхем куçра.