Эй, тӑван тус-тӑван (Тăван яла таврăнсан) (исполнитель: Янташ ушкăн)

Текст песни "Эй, тӑван тус-тӑван" ("Тăван яла таврăнсан")
==========================
Музыка: Анатолий Никитин.
Слова: народные.
==========================
1. Тăван яла таврăнсан, 
Атте-аннене курсан 
Манăн чунăм савăнать, 
Юрă юрлассăм килет. 

Хушса юрламалли (припев): - 2 хут 
-------------------------------------
Эй, тăван, тус-тăван, 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар. 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та 
Хамăр йышпа савăнар. 
------------------------------------

2. Сарă кайăк пулăттăм, 
Турат çине ларăттăм, 
Çепĕль чĕкеç чĕлхипе 
Çепĕççĕн калаçăттăм. 

Хушса юрламалли (припев): - 2 хут 
--------------------------------------
Эй, тăван, тус-тăван, 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар. 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та 
Хамăр йышпа савăнар. 
--------------------------------------

3. Кăмакара хуплу пур, 
Сĕтел çинче сăри пур, 
Çав сăрине тăвансемпе 
Ĕçсе пăхма кăмăл пур. 

Хушса юрламалли (припев): - 2 хут
-------------------------------------
Эй, тăван, тус-тăван, 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар. 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та 
Хамăр йышпа савăнар. 
-------------------------------------

4. Каяс килмест тăвансем 
Çак юратнă кил-çуртран, 
Анчах манăн каймалла, 
Сиртен уйăралмалла. 

Хушса юрламалли (припев): - 4 хут
-----------------------------------------
Эй, тăван, тус-тăван, 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар. 
Ĕмĕр пĕрле пурăнар та 
Хамăр йышпа савăнар. 
------------------------------------------
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Yuna Island  Yuna Fading Flower  Yuna See You Go  Yuna Live Your Life  Yuna Loud Noises  Yuna Mountains  Бабушкин  Yuna Rescue 
О чем песня
Янташ ушкăн - Эй, тӑван тус-тӑван (Тăван яла таврăнсан)?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен