Манăн савни виççĕ. (исполнитель: Елена Иовлева)

Качакине те сумалла
Шывне тухса ăсмалла
Алкум вĕçне каччи килнĕ
Ун патне те тухмалла
Хĕр чух хĕрĕх, яш чух аллă
Тенĕ ĕлĕк аслисем
Хальхи каччăсем ултавлă
Асăрханăр-ха хĕрсем

Ява пиччен пĕр ывăлĕ
Бригадир пулса ĕçлет
Кукамăшне систермесĕр
Вăрттăн ман пата çӳрет
Ял вĕçĕнче пĕри тăрать
Тепри киле ăсатать
Мĕн тумалла Якурпала
Мана Макçăм юратать

Манăн савни виççĕ
Виççĕ мар, вунвиççĕ
Вунвиççĕ вуниккĕ мар
Пултăр вăтăр виççĕ
Качисем те вĕçкĕн
Юратма пĕлмеççĕ
Хĕрĕ улталанипе
Мухтанса çӳреççĕ

Чӳречине уçса хунă
Амăш ывăлне ятлать
Пĕр сăмахне илтсе юлтăм
Мана пăрахма хушать
Юри килте хура лаша
Ялан çуран çӳрес çук
Ырлăх çинчен хурлăх курма
Сан ывăлна тухас çук

Пĕтерет Çитăр амăшĕ
Петĕр амăш шăл хăйрать
Çав вăхăтра Сантăр амăш
Мана шутсăр кăмăллать
Хĕр чух хĕрĕх, яш чух аллă
Тенĕ ĕлĕк аслисем
Хальхи хĕрсем пит хăюллă
Асăрханăр каччăсем

Манăн савни виççĕ
Виççĕ мар, вунвиççĕ
Вунвиççĕ вуниккĕ мар
Пултăр вăтăр виççĕ
Качисем те вĕçкĕн
Юратма пĕлмеççĕ
Хĕрĕ улталанипе
Мухтанса çӳреççĕ

Пиншаккине ӳле ярса
Савни лаша шăварать
Пăрахап та каяп тесе
Ялан ăша çунтарать
Сыв пул тенĕ сăмахĕпе
Мĕскĕнĕн куçран пăхать
Кĕпи-çани вĕл-вĕл вĕçсе
Манăн ăша çунтарать

Юратса эс ачашлаттăн
Манăн хуп-хура çӳçе
Ăшшăн хытă чуп тăваттăн
Çĕрле уйăх çӳттинче
Чĕре ман перле пуласшан
Ĕненсем савни чăнах
Çĕр пин çăлтăра шутласшăн
Тусăм санпала анчах

Хĕрсен савни виççĕ
Виççĕ мар, вунвиççĕ
Вунвиççĕ вуниккĕ мар
Пултăр вăтăр виççĕ
Анчах манăн пĕрре
Чунран саваканни
... /сăмаххисене уйăрса илейместĕп/
Туйра лараканни

Хĕрсен савни виççĕ
Виççĕ мар, вунвиççĕ
Вунвиççĕ вуниккĕ мар
Пултăр вăтăр виççĕ
Анчах манăн пĕрре
Чунран саваканни
... /сăмаххисене уйăрса илейместĕп/
Туйра лараканни
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Видео к песне:
Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Eiffel 65 Blue  Flunk See Through You 
О чем песня
Елена Иовлева - Манăн савни виççĕ.?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен