Эс ăçта? (исполнитель: Алексей Московский)
Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?