Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Çуркунне (Весна) - Нина Химетова (Ершова) 1. Çав тери хитре çурхи кунсем Илемленеççĕ хирсем, улăхсем Чечекленеççĕ садсем, пахчасем Телейлеççĕ пула чĕрчунсем. Хушса юрламалли (припев): Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Шăрантараççĕ кайăксем юррисене. Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене. 2. Çав тери кĕске çурхи каçсем Янăраççĕ хĕрсен юррисем Илĕртеççĕ юшсен сассисем Саланаççĕ ялти çăмрăксем. Хушса юрламалли (припев): Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Шăрантараççĕ кайăксем юррисене. Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене. 3. Кĕскелсе пыраççĕ çĕрĕсем Тутлă ыйхăра ялйышăмсем Шăплăха шыраççĕ çамрăксем Вăрттăн çуралаççĕ туйăмсем. Хушса юрламалли (припев) (2 раза): Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Шăрантараççĕ кайăксем юррисене. Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене. Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Шăрантараççĕ кайăксем юррисене. Çуркунне, çуркунне, çуркунне, Юратаççĕ качăсем хĕрĕсене.