Лаши пултăр, лайăх пултăр (исполнитель: Чăваш халăх юрри)
Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр, Каякан ҫулсен шутне чараймастпӑр, Ҫывӑха усал сӑмах ярас марччӗ, Хамӑртан ырӑ сӑмах хӑварасчӗ. Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр, Туртӑнан пите пӑхса хурланатпӑр. Вӑй-халсем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ, Кӑмӑлсӗм анчах тӑрса юлайраҫҫӗ. Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр, Ҫул вӗҫне инҫе тума тӑрӑшатпӑр. Ӑнланса пӗрне-пӗри пурӑнасчӗ, Ватлӑхра пӗччен тӑрса юлас марччӗ. Ватăлатпӑр ҫав, тӑван, ватăлатпӑр, Иртнине аса илсе йӑпанатпӑр. Тивӗҫпе ҫула утса тухаясчӗ, Ачасӗм валли ыр ят хӑварасчӗ.