Ялти пӗрремӗш каччă (исполнитель: Алексей Московский)

Ялсенче  мана  çук  хирĕç  тăракан.
Эп  камне  тăнлать  халь  пĕтĕм  шăпăрлан.
Маншăн  хатĕр  пикесем  шыва  чăмма.
Эсĕ  çеç  тиркетĕн  шухă  чунăма.

Хисеплеç  мана  хăюллă  пулнăран.
Именмешкĕн  эп  пачах  та  хăнăхман.
Сăпса  евĕр  çыпăçатăп  сан  çумна.
Çавăншăн  тивет-çке  çупкă  туянма.

Хушса  юрламалли: 

     Чи  хитре  хĕрсем  пĕлмеççĕ  уйрăлма  манран.
     Ăсатса  хăшне  ярам-ши  кĕçĕр  улахран?
     Эс  паян  ĕнерхинчен  те  илĕртÿллĕрех.
     Çул  памасăр  кÿрентерĕп  эп  сана  каллех.

Эс – кĕске  кĕпеллĕ  капăр  пукане.
Сан  лекес  килет  асамлăх  тĕнчине.
Эс,  ас  ту,  кĕтсе  илеймĕн  ĕмĕрне
Шурă  урхамахлă  чаплă  савнине.

Эс  мана,  сатур  качча,  кăшт  хĕрхенсем.
Кăлт!  тапать  санпа  чухне  вĕри  чĕрем.
Чиперуксене  эп  маннă  тахçанах,
Ма  тесен  шăпа  çырни  пĕрре  анчах
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Видео к песне:
Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
I long for you  Aphex Twin Milk Man  Your best friend  Between Jerry Cantrell  Portishead Mysterons  Portishead Sour Times  Portishead Strangers 
О чем песня
Алексей Московский - Ялти пӗрремӗш каччă?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен