Ман çуралнă кун (исполнитель: Алексей Московский)
Ман çуралнă кун Эй, хисеплĕ тус-тăван, Ман çуралнă кун паян – Ан хĕрхен ăш сăмахна. Пуçлансассăн çуркунне Килнĕ эпĕ çĕр çине. Ас тумастăп хам çакна. Саламсем валли хутаç Хатĕрлерĕм иртнĕ каç, Тăкăнать вăл тулнăран. Кĕреке хитре кампа? ¬– Ытарми тус-тăванпа. Тав сире ыр кăмăлтан! Хушса юрламалли: Чунăмра юрлать сар кайăк. Хăнасем хыт ташланă май, Чĕтренсе илет çут кантăк. Авăнса тăрать урай. Эй, иртен-çÿрен паян Ман пата кĕме ан ман. Эп пурне те халь хавас. Шурă кăпăклă сăра Ĕçĕпĕр санпа вара. Савăнас тăк – савăнас! Кĕçĕр уява пула Çывраймасть иккен хула. Мĕн тăвас тен? – шавлă пит! Юлташсем, çак юррăма Эп ыйтатăп хаклама. Ку вăл ман вĕр-çĕнĕ хит!