Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Кай, кай Ивана!.. Ма каймастăн Ивана? Унтан лайăх пуян каччă Ялта тупаймастăн. Сарă кайăк ма пултăм, Турат çине ма лартăм? Анне мана, кайăк тесе, Ивана сутасшăн. «Кай, кай» темесен те, Хам та кайма пĕлетĕп: Мана савать, мана илет Ялти комсомолец. Шуçăм çути килнĕ чух Сар кайăксем юрлаççĕ; Çĕнĕ пурнăç тунă чух Акă çапла калаççĕ: «Комсомолец Хĕветĕр — Чунăм савнă Хĕветĕр. Анне, çавнах каятăп та, Чунăм çавнах юратать».