Манӑҫми тус-тӑван (исполнитель: Андрей Кузнецов)

Сӑвви  Альбина Юратӑвӑн 
Кӗвви Александр Павловӑн 

Манӑҫми тус-тӑван

Кӗсье телефонне алла тытсассӑн
Тухаҫҫӗ куҫ умне тус-тӑвансем.
Сире аса илсе сывлатӑп ассӑн, 
Леш тӗнчене ытла ир кайнисем.

Халь тин сире  никам та тавӑраймӗ 
Инҫетлӗхре вӗҫеҫҫӗ чунӑрсем.
Ҫут тунсӑхӑн  вучахӗ лӑпланаймӗ, 
Ытла та хӑвӑрт сӳнчӗҫ кунӑрсем.

Телефонпа чуна уҫса калаҫнӑ,
Шӳтленӗ, кулнӑ кӑмӑл туличчен.
Хӑш чух сиртен шӑнкрав кӗтсе кун каҫнӑ,
Текех калаҫас ҫук чунтан ирччен.

Час-час тӗл пулманнишӗн кулянатӑп,
Мӗн ма шелленӗ ӑш сӑмахсене?
Сире аса илсе ҫурта лартатӑп,
Хӗвел пулса ҫутатӑр кунсене. 

Ытла яш  кайнисем,  кураймӑр ватлӑх,
Утма пӳрмен ҫӗр ҫийӗпе сире.
Кун-ҫулӑмра   хуҫаланайтӑр хӑтлӑх, 
Кӗтетӗп  сирӗн вырӑна ире.

Ҫут ҫӑлтӑрӑн ҫӳл тӳперен сӑнатӑр,
Килетӗр ыр сунса тӗлӗксене.
Йывӑрлӑхра ҫула уҫса пыратӑр,
Ан манӑр ӗмӗрлӗх  кайнисене!!! 

хушса юрламалли:

Телефонтах упранччӑр  шутлӑ  номерсем,
Эп манас ҫук сире нихҫан, тус-тӑвансем,  
Пурнатӑр манӑҫми асра, чунра  куллен.
Сире чӗрсе  эп пӑрахаймӑп   чӗререн...
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Мусорный ветер - Песочный город  Для меня твоя молитва много  Реп о дружбе  In Front Of The Endless Ocean Sno-Fi  Пустота башаков  Боль 2012 Теги Баста Ноггано Гуф  Не перевод а слова  Песня с пластинки Русские сказки 
О чем песня
Андрей Кузнецов - Манӑҫми тус-тӑван?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен