Салтак юрри (исполнитель: Чăваш халăх юрри)
Ӑмӑрт-кайӑк вӗҫет, ай, малалла Ҫунаттипе, ах суллать вӑл каялла. Каяссӑмах килет ҫав тӑван ҫӗре Ирӗксӗрех тӑрас пулать ҫакӑнта. Вӗҫ-вӗҫ, кайӑк, вӗҫех ӑмӑрт-кайӑк Чăваш çĕрне, ай, пĕрех те çитиччен. Эп халь кунта тăратăп, ай, хесметре Атте-анне, ах, йĕрет çав килĕмте. Атте-анне, ах, йĕрет пуль çав килĕмте. Тăван ялăн урамĕ, аслă урам Ик айккипе те, ах, сар çеçке сарăлнă. Хамăр касăн хĕрĕсем, сарă хĕрсем Манпа калаçайманшăн та макăраç Тăван килĕм чĕнет: "кил кил"—тесе Ах, Тур çырлах та, ямаççĕ çав киле Эпир вăрçă вăрçатпăр, ай, ют çĕрте Пĕтĕм тăван кĕтет пуль çав ял çинче. Пăлляр кина, ох, тăратпăр хесметре