Илемлĕ (исполнитель: Августа Уляндина)
Илемлӗ чӑваш юрри Юрлама пӗлсен кӑна Илемлӗ чӑваш ташши Ташлама пӗлсен кӑна Илемлӗ чӑваш пики Сӑпайлӑ пулсан кӑна Илемлӗ чӑваш тӗрри Тӗрлеме пӗлсен кӑна Илемлӗ чӑваш ҫынни Пурӑнма пӗлсен кӑна Илемлӗ чӑваш кӗпи Тӑхӑнма пӗлсен кӑна Илемлӗ чӑваш чӗлхи Калаҫма пӗлсен кӑна