Акатуй (исполнитель: Андрей Кузнецов)
Сӑвви Альбина Юратӑвӑн Кӗвви Иван Андреевӑн Акатуй Вӗҫлесессӗн аки-сухине Савӑнмашкӑн йышпа, пит аван! Пухӑнсан пӗрле кӗрекене Чун юррийӗ вӗҫет ян та ян. Сар хӗрсемпе маттур каччӑсем Вӑй пуҫлаҫҫӗ алран-ал тытса. Ӑмӑртаҫҫӗ патвар чӑвашсем, Ӑйӑрсем чупаҫҫӗ ыткӑнса. Хӑналать тус-тӑван пӗр-пӗрне, Чӳхенет куркара пыл-сӑра. Ҫук, манмастпӑр йӑла-йӗркене, Пур-ха, пур мӑнаҫлӑх Чӑвашра. Чӑвашла кӗр! кӗрлет ҫурхи туй, Калчапа симӗслентӗр хир, уй. Ҫунат пар ӗҫчене, Акатуй, Туслӑхпа эс, чӑваш, ялан пуй. Хушса юрламалли: Акатуй, Акатуй, Акатуй, Таврара кӗр! кӗрлет ҫурхи туй. Акатуй, Акатуй, Акатуй, Чӑн чӑваш пулнине, тусӑм, туй.