Чи хӑватлӑ туйӑм - юрату (исполнитель: Андрей кузнецов)
Сӑвви Альбина Юратӑвӑн Кӗвви Александр Быковскийӗн Чи хӑватлӑ туйӑм, чи ҫунатлӑ туйӑм - Юрату Тем тӗрлӗ туйӑмпа этем чӗри пуян. Унта пурнаҫҫӗ килӗшӳ, асап, суя, Юратупа ҫут тунсӑх, шанчӑк, кӳренӳ, Илем, телей, сӑвап, хавха та ӗненӳ. Хушса юрламалли: Чи сӑваплӑ туйӑм, чи асамлӑ туйӑм Хӗвел пек ӑшӑтать вӑл ҫын чунне. Чи хӑватлӑ туйӑм, чи ҫунатлӑ туйӑм Тытса тӑрать ҫак ҫутӑ тӗнчене. Хӗм-юрату ҫиҫет манра кӑвар сапса, Вӑй-хал парать ҫӗр ҫийӗпе патвар утма. Туссен ӑш сӑмахне упратӑп савӑнса, Юратӑва нихҫан эс ан васка сутма. Юратнӑ чух чунра шап-шурӑ ҫуркунне, Ман ҫӑлтӑрӑм ҫунать илемлӗн ялкӑшса. Ҫумра савни, ача-пӑча, атте-анне - Пурнар пӗрне-пӗри савса та ыр сунса.