Юрату - ҫуркунне (исполнитель: Андрей Кузнецов)
Сӑвви Юхма Мишшин Кӗвви Иван Андреевӑн Юрату - ҫуркунне Систермесӗр килет ҫурхи кун-урхамах, Чӗрере ҫуралать юрату. Ҫӗн куна кӗтетӗп эп паян саншӑнах, Чӗрере - юрату, юрату. Хушса юрламалли: Сан сӑну, савни, ҫурхи чечек, Тинкерсем мана эс куҫран. Ҫурхи чечек, ҫурхи чечек, Мӗншӗн эс таратӑн манран. Ҫуркунне килет те темшӗн хӑвӑрт иртет, Чечексем шанаҫҫӗ кӗркунне. Юрату килсессӗн вӑл яланлӑх килет, Юратушӑн пулмасть кӗркунне. Хушса юрламалли: Сан сӑну, савни, ҫурхи чечек, Тинкерсем мана эс куҫран. Ҫурхи чечек, ҫурхи чечек, Савни, ан тар, ан тар манран. Юратушӑн ялан чӗрере ҫуркунне, Юратушӑн пулмасть кӗркунне. Юрату - ҫуркунне, юрату - ҫуркунне, Маншӑн пулмӗ нихҫан кӗркунне. Хушса юрламалли: Сан сӑну, савни, ҫурхи чечек, Тинкерсем мана эс куҫран. Ҫурхи чечек, ҫурхи чечек, Нихҫан та сивӗнмӗп санран.