Пурнӑҫ (исполнитель: Андрей Кузнецов)
Сӑвви Альбина Юратӑвӑн Кӗвви Сергей Марковӑн Пурнӑҫ Самант - шӑпа панӑ чи хаклӑ парне, Пӗлесчӗ, туссем, пурнӑҫа хаклама. Васкар юратма, пулӑшма пӗр-пӗрне, Васкар тав тума, каҫарма, ӑнланма. Пайлар телее тепринпе ҫурмалла, Ҫынсемшӗн пӗлер чунпала савӑнма. Утар-и, тулса шевлепе малалла. Килмен ҫӗр ҫине пуҫ усма, хуҫӑлма. Кашнин пур тӗллев, пурнӑҫлар тивӗҫе, Чӗре тапнӑ чух вӗл! сарар ҫуната, Кашни пултаруллӑ, пуҫлар ҫӗн ӗҫе, Кун-ҫул кӗрешӳ, тус, упрар - и ята. хушса юрламалли: Ҫак кун-ҫула ахаль килмен эпир, Кашни хӑй пурнӑҫ ҫулӗпе утать. Умри йывӑрлӑха кулса эс сир, Шӑпа харсӑррине кӑна савать.