Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Хура-шурне курнă,
Ырлăхне те кур
Çамрăк çын та пулнă -
Ватлăхне те кур.
Анне хĕрĕ пул тa
Сăпкара çеç сик
Атте ывлĕ пул тa -
Чĕрçе çинче сик
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Шухăшсăр пурнаймарăм
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Шухăшсăр пурнаймарăм
Хĕрпе каччă пулнă
Ялта ят яман
Ар-apăмлă пулнă
Яла ят ларман
Вăрманне те каснă —
Сухапуçне тыт
Тыр-пулне пуçтар та
Çăкăр чĕлли тыт
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Шухăшсăр пурнаймарăм
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Шухăшсăр пурнаймарăм
Кил-çуртне хăпарт тa
Ывăл авлантар
Хĕрне качча пар та
Ыр пехилне пар
Taв куркине тыт та
Кĕреке умне тăр
Тав-сăмах кала та
Макăрмасăр тăр
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Савăнса кураймарăм
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Савăнса кураймарăм
Асатте те пултăм
Мăнуксем те пур
Асанне те пултăн
Хисепне те кур
Туррине тав ту та
Сăрине астив
Юр юрласа яр та
Kун-çулна ас ил
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Шухăшсăр пурнаймарăм
Каç та пулса кайрĕ
Ларса канаймарăм
Ĕмĕр-ĕмĕр иртсе кайрĕ
Шухăшсăр пурнаймарăм