Эс мана каçсерен тĕлленетĕн (исполнитель: Светлана Трофименко и Евгений Николаев)
ЭС МАНА КАÇСЕРЕН ТĔЛЛЕНЕТĔН Вăрăм Палюк сăвви Людмила Кинер кĕвви . Эс манран кĕçĕнрех пулнăран Куçунтан та пăхма именетĕп. Йăл кулса ман умра эс тăран, Эпĕ эс пăхнипех хĕмленетĕп. . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре, Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ! Кăлт тапать çулăм хыпнă чĕре, Пăхсанах паллă: эсĕ хĕрÿллĕ. . Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре, Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ! Пĕрле чух мĕнле лайăх пире, Иксĕмĕр тĕл пуласчĕ каç кÿлĕм! . Эс манран кĕçĕнрех пулнăран Чуп тума та сана именетĕп. Сан туту пылакрах çырларан, Санăн илемÿпе киленетĕп. ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ. . Эс манран кĕçĕнрех пулнăран Аллунтан та тытма именетĕп. Кăмăлу çемçерех сар çуран, Эс мана каçсерен тĕлленетĕн. ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.