Чу-Ча-Ча (выпускной) (исполнитель: Чувашские песни)

Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче.
Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче.
Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем.
Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем.

Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук.
Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук.
Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.

Хушса юрламалли:

Тащла эс чу! Ташла эс ча!
Ташла эс чучача! Чучача!

Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа.
Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа.
Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. 
Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! 

Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш.
Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш.
Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар.
Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Holy Ghost! Do It Again  Holy Ghost! Say My Name  Holy Ghost! Hold On  Holy Ghost! It Gets Dark  Holy Ghost! I Will Come Back  Gamma ray lake of tears  Beats Antique Battle 
О чем песня
Чувашские песни - Чу-Ча-Ча (выпускной)?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен