Эх, чун! (исполнитель: Дуняша Style)

Эх, чун, яш чун
Вӗри юн, хӗрӳ юн
Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та
Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур

Сакӑ айӗ хуҫӑлчӗ
Пуҫламан пичке курӑнчӗ
Ҫав пичкене ӗҫмесӗр те
Эпир кунтан каймастӑпӑр

П(о)улӑ мар, шапа мар
Шывра ишейма(е)стӑ(ӗ)п
Ватӑ мар, ҫамрӑк мар
Чӑтса лараймастӑп

Сарри саккӑр ташлар-и
Хо(у)ри тӑххӑр ташлар-и
Эп ни сарӑ, ни хо(у)ра
Пӗрре ташлас карӑм-ха

Акӑш тытассӑм килӗт
Тӗкне ҫӑвассӑм килет
Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал
Тухса тарассӑм килет

Тапӑр-тапӑр тутарать
Ачи маттур, пултарать
Ялти пирвай хӗрсемпе те
Ҫӳреме пултарать

Пӗрре терӗм
Иккӗ терӗм
Ташламашкӑн анчах мар
Такмаксем калас терӗм

Ах,- терӗҫ пуль
Мӗн,- терӗҫ пуль
Ку хӗр арӑм сӑн питрен те
Тухса кайнӑ терӗҫ пуль

Хэй,хэй,хэй, ээээй, яра пар!

Чӑт, чӑт, тӑван
Чӑт тӑван
Эпир тухса каиччен
Юр юрласа савниччен те
Тӑранмалӑх ташличчен

Купӑспа, купӑспа
Эпир ташша пит ӑста
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта намӑс та

Унталла пӑхсан та ҫук,
Кунталла пухсан та ҫук
Вун ҫич ҫулхи ҫамрӑк ӗмӗр
Выртса макӑрсан та ҫук

Купӑспа, купӑспа
Эпир ташша пит ӑста
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта намӑс та

Эх чун, яш чун
Вӗри юн, хӗрӳ юн
Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та
Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур

Купӑспа, купӑспа
Эпир ташша пит ӑста
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта намӑс та
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Видео к песне:
Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
De adin ne senin 2015 Elcin Ceferov  Fike jambazi fast flow collection  Чинана и тбили  Ulughimsan vatanim Sevara Nazarkhan  Французская Клубная Музыка 2011 2011  Оставить след 2013 RiD  Noruniru Mawaru Penguin Drum Yakushimaru Etsuko the  Ак 47 НАРКОТОРГОВЕЦ 
О чем песня
Дуняша Style - Эх, чун!?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен