Ташла эс , Чу ча-ча (на чувашском.) (исполнитель: Алексей Московский, А. Думилин, Н. Пыркин)

Эп  хальччен  пулса  курманччё    тинĕс  хĕрринче.
Тĕлĕнтермĕш  юмахри  пек  туйăнать  кунта  тĕнче.
Çарамас  çÿреççĕ  тейĕн   йăрăс  пÿллĕ  пикесем.
Вĕсемпе  калаçнăçемĕн  кăлт!  та  кăлт!  тапать  ман  чĕрем.

Епле  сана  чĕнеççĕ:  Натали,  Верук  е  Кĕтерук.
Утатăн  çаврăнса пăхмасăр,  пĕр  хурав та  çук.
Ан  васка,  сар  чиперккеçĕм,  аякка  манран  ан  тар.         Ывăнмасăр   чучача  пĕрле  ташлар.

Хушса  юрламалли:

     Тащла  эс чу!  Ташла  эс  ча!
     Ташла  эс  чучача!  Чучача!

Хумсене  чăматăп  хирĕç. Шухă  эп  чунпа.
Ăмăртса  шывра ишетĕп  çăткăн  шур  акулăпа.
Йăл  кулать  хĕвел йăвашшăн  янкăр  çÿллĕ  тÿпере.  
Хĕрсенчен  куçа  илеймĕн,  пĕринчен  тепри, ай, хитре!                              
 
Эп  тăхăнатăп  тĕксĕм  куçлăх,  эп – хавас  та  чăнкă  яш.
Чечек  пек  хÿхĕмскерĕм,  эсĕ   манпала  паллаш.
Ан  васка,  сар  чиперккеçĕм,  аякка  манран  ан  тар.
Ывăнмасăр   чучача  пĕрле  ташлар.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Black Tide Shout  Остаться человеком  Black Tide Warriors Of Time  Black Tide Give Me A Chance  Black Tide Let Me  Black Tide Show Me The Way  Black Tide Live Fast Die Young  Black Tide Hit The Lights 
О чем песня
Алексей Московский, А. Думилин, Н. Пыркин - Ташла эс , Чу ча-ча (на чувашском.)?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен