Чун вĕçет (исполнитель: Алексей Шадриков)
никама каламан сăмаха каларăм сана пĕрре курса, пурнăçа çавăрса юмаха телей тупрăм сана юратса. никама каламан сăмаха калас килет пĕр сана кăна, савмасăр май çук савниçĕм ман чунăм вĕçет халь юратнăран эп кĕтнĕ сана каçсерен, эп кĕтнĕ сана кунсерен, сана, тусăм, тĕл пуличчен эп пурăнман та пуль хальччен. сан хăмăр тĕслĕ куçусем, ыраш кĕлти пек çӳçӳсем, эс маншăн тăванран тăван чунăм савнийĕм эсĕ ман калаймăп эп çветтуй тесе пулнă ман çылăхсем пайтах çапах калас тăк чăннине юратнă эп сана анчах сăваплă тур кĕнекинче çырнă пире тату пулма çавăнпа пĕрре курнипе юрататăп терĕм сана