Савас килет (исполнитель: Любовь Гордеева)
Курас килет, курас килет, Пĕр сана курас килет. Савас килет, савас килет, Пĕр сана савас килет. Хушса юрламалли: ( 2 хут) ------------------------------------ Сана калас сăмахăма Никама та каламан. Сансăр пуçне, сансăр пуçне Никама та юратман. ------------------------------------ 2). Савни килет, савни килет — Хирĕç чупассăм килет. Савни пĕлет, савни пĕлет, Эпĕ кĕтнине пĕлет. Хушса юрламалли: ( 2 хут) ----------------------------------— Сана калас сăмахăма Никама та каламан. Сансăр пуçне, сансăр пуçне Никама та юратман. ------------------------------------ 3). Шăнкăртатса тăри юрлать, Ман чĕрем те юр юрлать. Чĕрем туять, чунăм туять, Савни мана юратать. Хушса юрламалли: ( 2 хут) ------------------------------------- Сана калас сăмахăма Никама та каламан. Сансăр пуçне, сансăр пуçне Никама та юратман. ------------------------------------ 4). Курас килет, курас килет, Пĕр сана курас килет. Савас килет, савас килет, Пĕр сана савас килет. Хушса юрламалли: ( 2 хут) ----------------------------------— Сана калас сăмахăма Никама та каламан. Сансăр пуçне, сансăр пуçне Никама та юратман.