Атьяр, херсем, вармана (исполнитель: чувашская Августа Уляндина)
Атьăр, хĕрсем, вăрмана Ҫырла татма, выляма. Ҫырла татма, выляма, Вăрттăн-вăрттăн чуп тума. Ай-яй, хытă ан кул-ха, Тутам шутсăр пĕçерет. Ай-яй, хытă ан пăх-ха, Куçăм вут пек ялкăшать. Ай-яй, хытă ан йăт-ха, Ара! Вĕçсе каяп-иç! Вара пĕччен юлат(ӑ)н-иç, Хĕрсĕр каччă пулат(ӑ)н-иç. Вара пĕччен юлат(ӑ)н-иç, Мана тек саваймаст(ӑ)н-иç. 16:28:39 Атьăр, хĕрсем, вăрмана Мăйăр татма, выляма. Мăйăр татма, выляма, Вăрттăн-вăрттăн чуп тума. Ай-яй, хыт ан сĕртĕн-ха, Чĕрем тапса тухать-иç. Ытла темскер ан ту-ха, Ахаль йăпатанать-и? Пит шалалла ан кĕр-ха, Таçтан такам курать-иç. Вара пурте пĕлĕç-иç, Вара намăс пулать-иç. Шĕшлĕ ав, шĕшлĕ ав, Шĕшлĕ аври тунката. Упа пур, упа пур Упа пур тет вăрманта. Атьăр, хĕрсем, вăрмана Кĕрхи çулçă пуçтарма. Кĕрхи çулçă пуçтарма, Чăштăр-чăштăр тутарма. Ай-яй, хыт чăштăртатать, Таçта çити илтĕнет. Кĕрхи вăрман пытанать, Çамрăк чунăм пăлханать. Пăлханасса пăлханать, Сан патналлах туртăнать. Çырла, мăйăр, кĕрхи çулçă – Вăт çапла аташтарать.