Самана (исполнитель: Фарида)
Самана Мĕншĕн-ши телей сарă кайăк мар, Тытăттăм ăна тул сапса вăр-вар. Сывлăм пек таса ĕмĕтпе пурнар, Шанăçпа кăна малалла утар. Припев: Тус-тăванлăхпа юрату çинче Тытăнса тăрать пĕтĕм çут тĕнче. Пĕлĕр упрама чун пуянлăхне, Йывăр чух тăсар алă пĕр-пĕрне. Кантăкран шаккать çĕнĕ самана, Шел, пуçран шăлмасть вăл санпа мана. Чĕрене хыпса илчĕ тĕк кăвар Юрă-кĕвĕре çăлăнăç тупар. Припев: Çук-и кĕмĕлÿ – шутсăр ан хурлан. Мĕн ырри пур-ши тăнăç пурнăçран? Савăнса кĕтер , ай, кашни ире. Турăçăм, парсам сывлăх çеç пире.