Чӑваш ташши (тăпăртатмалли) (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)

Эпир ташша тухатпӑр
Хуплӑк сарма ыйтатпӑр
Кунта халӑх питӗ нумай
Вӑтанма пултаратпӑр

Ай-йа-ра-йа-ра-йа-ра-йа
Ай-йа-ра-йа-ра-йа-йа

Илтӗпӗр-ха сассине
Куккук авӑтать лере
Ҫӳрӗпӗр-ха каччипе
Купӑс калаканнипе

Трактӑристне пӑхӑр-ха
Трактӑр ӑшне шыв янӑ
Купӑсҫине пӑхӑр-ха
Ура тӑсса каланӑ

Ай Тур, маттур гӑрманист
Ытла лайӑх калан эс
Ытла лайӑх каланипе 
Хӑвна юраттаран эс

Гӑрманистӑн гармун ҫине
Ылтӑн хума юрать-и?
Эс каланӑ ҫемӗпе 
Ташламашкӑн юрать-и?

Ташши, ташши, ташши
Салакайӑк ташши
Салакайӑк ташши мар
Чӑваш Енӗн ташши
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
SoKo Ocean of Tears  Prosti Menya Djana  Blumentopf Das Eine  Hurting As One  SoKo Temporary Mood Swings  SoKo Peter Pan Syndrome  SoKo Visions  Башмачник 
О чем песня
Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши (тăпăртатмалли)?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен