Чун савнине (исполнитель: Фарида,Стас Владимиров)

Куҫӑмран пӑхан эс тем шыранӑн.
Ҫуралать  ыр туйӑм чӗремре.
Вӑрттӑн-вӑрттӑн ӑмсанса пире
Йӑлкӑшать ҫурта йӗре-йӗре.

Ҫӑвать сив ҫумӑр, ун юрри-ташши
Паян ытла та ҫывӑх чунӑма.
Сана юратрӑм пулӗ ытлашши.
Мӗн пире хистерӗ уйрӑлма?

Ҫуллӗ тӳпере миҫе ҫут ҫӑлтӑр?
Анлӑ тинӗсре миҫе тумла?
Ҫавӑн чухлӗ кӑшт та ывӑнмасӑр
Чуп тӑвасчӗ ҫепӗҫ тутунтан.

Ҫӑвать сив ҫумӑр, ун юрри-ташши
Паян ытла та ҫывӑх чунӑма.
Сана юратрӑм пулӗ ытлашши.
Мӗн пире хистерӗ уйрӑлма?

Вӑй илеймӗ шывсӑр ҫамрӑк хурӑн.
Ҫуралаймӗ тӗттӗмре чечек.
Эсӗ маншӑн ҫумӑр та хӗвел,
Саншӑн уҫӑ чунӑмри тӗпел.

Ҫӑвать сив ҫумӑр, ун юрри-ташши
Паян ытла та ҫывӑх чунӑма.
Сана юратрӑм пулӗ ытлашши.
Мӗн пире хистерӗ уйрӑлма?
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Видео к песне:
Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Ховарым сен  Я тебя ни кому не отдам ты моя подруга бейби  Hopscotch  Jannat 2  Coldplay - hymn  Lovery Tuccillo Nu Deep Dub Mix Tuccillo  Белинда без тебя никак  Найтивыход прячь под куртку 
О чем песня
Фарида,Стас Владимиров - Чун савнине?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен