Чечек акрăм та (исполнитель: Чăваш халăх юрри)
Чечек акрăм та, чечек акрăм та Шăтса тухрĕ пуль хытă чул Пăхаймарăм-ши, шăвармарăм-ши? Сивĕ пулчĕ пуль ку çул... Кулас кăмăлăм, савăнас кăмăлăм Ман куççуль тумлать чул çине... Эс курмастăн-и? Эс туймастăн-и? Манăн чунăм çуннине... Чечек парăттăм, чечек парăттăм Шăтайман пулсан мĕн тăвам? Эс хаваслă-и? Пурте лайăх-и? Сан телейшӗн савӑнам...